Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхальте йӑлана кӗнӗ мини-футбол турнирӗ иртрӗ

Кӑҫалхипе ӑна 6-мӗш хут йӗркеленӗ. Тупӑшӑва шкул ачисен тата ветерансен командисем хутшӑнчӗҫ. 

Нӑрваш Шӑхальте пурӑнакансем тата ку тӑрӑхран тухнӑ ҫынсем спортпа туслӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кунта 8-мӗш турнир йӗркелерӗҫ. Ҫулсерен вара нӑрвашшӑхальсем 20 ытла ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. "Ҫамрӑксен кубокне» ҫӗнсе илессишӗн кӑҫал 5 ушкӑн тупӑшрӗ. Турнира вара шкул ачисен команди уҫрӗ. 

Хӗрӳ тупӑшура "Лава" ушкӑна ҫитекенсем пулмарӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна "Бикшикташ" футбол команди тухрӗ. "Шаймурзино" ушкӑн вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Мала тухакансене кубок, медальсемпе дипломсем парса хавхалантарчӗҫ. Кӑҫалтан Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Ҫавна май ҫак кун мини-футбол тупӑшӑвӗсӗр пуҫне ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне те йӗркелерӗҫ. Ӑмӑрту кире пуканӗ йӑтас енӗпе спорт мастерӗн, ирӗклӗ майпа кӗрешес тата йывӑр атлетика енӗпе РСФСР спорт мастерӗн кандидачӗн Николай Трифоновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн пулчӗ. Кавир ҫине ача садне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах тухрӗҫ. 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин