Патӑрьел районӗнче Александра Деверинскаян парнисене ҫӗнсе илессишӗн чупу иртрӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Первомайскинче кашни кӗркунне Чӑваш Енри чи вӑйлӑ чупакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Сумлӑ ентешӗн ячӗпе йӗркелекен республика шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика кроссне хутшӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал та старта шкул ачисенчен пуҫласа ветерансем таранах тухрӗҫ. Тупӑшӑва хутшӑнакан ҫӑмӑл атлетсенчен чи асли - 75 ҫулта. Пӗтӗмпе 200 ытла спортсмен мала тухассишӗн ӑмӑртрӗҫ. Вӗсем ӳсӗмне кура 500 метртан пуҫласа 3 ҫухрӑм таран парӑнтарчӗҫ. 

 

Елена Дмитриева, Иван Макеев