"Ниме - халӑх бюджечӗ" программа пулӑшнипе ялсенче спорт лаптӑкӗсем ҫӗнелеҫҫӗ

Трак тӑрӑхӗнчи Упи ялӗ те ҫулран-ҫул хӑтлӑланса пырать. Унта чӑвашсен аваллӑхне уҫӑмлатакан крепоҫ тӑваҫҫӗ, ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗсем хута яраҫҫӗ. 

Иртнӗ ҫул уписем халӑх пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ. 726 ҫул каяллах яла никӗсленӗ Упи паттӑра халалласа кунта йывӑҫ крепоҫ тума пуҫланӑ. Пӗлтӗрех никӗс ярса икӗ башня хӑпартнӑ. Кӑҫал вара "Ниме - халӑх хысни" программӑпа крепӑҫӑн малти стенин пайне туса лартнӑ.

Пуҫаруллӑ ял-йыш кӑҫал харӑсах темиҫе ӗҫе пикеннӗ. Крепоҫ тунипе пӗрлех ялти стадионта мини-футбол лаптӑкӗ хута янӑ. Ӑна каллех ниме программипе тунӑ. Спорт лаптӑкне халӑхпа пӗрле хӑю касса уҫрӗҫ.

Халӑхран пухмалли 5 процент 250 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак тивӗҫе Николай Степанов ял хастарӗ хӑй ҫине илнӗ. Ку пулӑшу халӗ кунта ӳсекен ачасемшӗн ҫав тери пысӑк парне пулса тӑчӗ. 

Йӗпе-сапара та футболла выляма май паракан стадион халӑхшӑн, чӑн та, пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӗ кунта пысӑк шайри ӑмӑртусем те ирттерме пулать. Спорт лаптӑкне уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ турнир, шӑпах, тӗрлӗ тӑрӑхри ҫамрӑка пухрӗ. 

Ялти спорт уявне тепӗр пысӑк тупӑшу илемлетрӗ. Стадионта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫамрӑка пӗрлештерекен бокс турнирӗ иртрӗ. Рингра Чӑваш Енпе Мускав облаҫӗн спортсменӗсем вӑй виҫрӗҫ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене Мускав тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ чемпионсемпе пӗрлех ҫар операцийӗн салтакӗсем ӑнӑҫу сунчӗҫ. 

Хӗрӳ тупӑшура регионсен туслӑхӗ ҫӗнтерчӗ. Паттӑрсене медальсемпе тав хучӗсем, спорт хатӗрӗсем парса чысларӗҫ. Ял-йыш вара ниме программине хутшӑнса ҫитес ҫулсенче те авалхи яла малалла аталантарма палӑртать. 

Алексей Енейкин