Медалӗсене этемлӗхӗн черчен ҫуррине халалларӗҫ

Каратэ енӗпе хӗрӳ тупӑшу Шупашкарти Олимп резервӗн 7-мӗш шкулӗн спорт комплексӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ иртрӗ. 

Раҫҫейри каратэ федерацийӗн 16-мӗш чемпионатне уяв кӑмӑл-туйӑмне унӑн Президенчӗ Вячеслав Тимофеев кӳчӗ. Вӑл пикесене саламласа ӑнӑҫу сунчӗ. Сӑмах май, наградӑсемшӗн тупӑшакан хӗр-хӗрарӑмсен шучӗ пӗтӗмӗшле йышра самай ытларах пулчӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи парнесене чи ҫамрӑккисенчен выляттарма пуҫларӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-ри София Николаева кун пек пысӑк ӑмӑртура пӗрремӗш хут. Хӗрачана амӑшӗпе кукамӑшӗ хавхалантарма килнӗ. Ката енӗпе тупӑшса София кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ. Аслӑ мӑнукӗсем те Марина Акимована ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарчӗҫ. Ӑмӑртура вӗсем 3 ылтӑн, 1 кӗмӗл, 2 бронза медале тивӗҫрӗҫ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ те аван кӑтартусемпе палӑрчӗ. Раҫҫейри 19 регионпа пӗрлех парнесемшӗн тупӑшма Казахстан Республикинчи каратистсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем 10 кӗмӗл тата 8 бронза медальлӗ пулчӗҫ. 

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин