Малалла талпӑнма пулӑшаҫҫӗ

Пандемие пула йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ физкультурӑпа спорт ветеранӗсене пулӑшма Раҫҫейӗн Олимп комитечӗ хушма укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн аллӑ спорт ветеранӗ йышӗнче - Монреальте иртнӗ Ҫуллахи 21-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Виктор Семёнов хӑвӑрт утакан та. Виктор Семёнович ҫак чаплӑ майкӑпа 44 ҫул утать теҫҫӗ. 1975-мӗш ҫулта ҫӗршывӑн пӗрлехи командине лекнӗренпе унпа чикӗ леш енчи миҫе хулара ӑмӑртнине шутласа пӗтерме те ҫук. Юлашки вӑхӑтра мӗнпур ҫӗрте сарӑлнӑ вирус спортсменсен кун йӗркине улшӑну кӗртрӗ пулин те, тӗнче класслӑ СССР спорт маҫтӑрӗ Виктор Семёнов сӳрӗкленни сисӗнмест. Ҫитмӗл пӗрти хӑвӑрт утакан ҫулӗсен йывӑрӑшне те туймасть. Килте ларма хушу тухиччен темиҫе кун маларах кӑна-ха вӑл ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионатне хутшӑнса ӗлкӗрнӗ, хӑйӗн ӳсӗмӗнчисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Олимп комитечӗн пулӑшӑвӗ вара малалла талпӑнма хистет.

 

Марина Карягина, Вячеслав Ильин