Хӗрлӗ Чутайра Сергей Селивестров полковника асӑнса мини-футбол турнирӗ иртрӗ

Кӑҫал ӑна ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене те халалларӗҫ. Унта регионти тӗрлӗ ушкӑнпа пӗрле Чӑваш Ен Правительствин команди те вылярӗ. Тӗп тупӑшура вӗсем Мускавран килнӗ "Спартак" легендисемпе тупӑшрӗҫ.

Правительство командинче - Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пӗрремӗш тайм пуҫлансанах вӑл "ҫӑлтӑрсене" хирӗҫ хӗрӳ тапӑнса вылярӗ. Ытти спортсменсене те хавхалантарса тӑчӗ. "Хастар" стадионти историллӗ футбол вӑййине курма таврари халӑх йышлӑн пухӑнчӗ. Нумайӑшӗ чунпа Чӑваш Ен командишӗн пулсан та, Олег Романцев ертсе пыракан ушкӑн ӑсталӑхӗпе киленчӗ. 

Турнир 2:0 шутпа вӗҫленчӗ. Легендарлӑ футболистсем хӑйсен ӑсталӑхне тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. 

Турнир ҫӗнтерӳҫисене тӗрлӗ категорире палӑртрӗҫ. Муниципалитетсен хушшинче чи паттӑррисем патӑрьелсем пулчӗҫ. Чи лайӑх вратаре тата  тапӑнса вылякана уйрӑм парнесемпе чысларӗҫ. Тӗп кубок вара "Спартак легендисен" аллине лекрӗ. 

Алексей Енейкин