Кире пуканӗ йӑтса вӑй виҫес кӑмӑллисен йышӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал "хыпарҫӑсем" 170 ытла спортсмена кӗтсе илчӗҫ. Вӑл шутра шкул ачисем те, 80 ҫул урлӑ каҫнӑ ветерансем те.
Спортсменсен ӑсталӑхне тӗрлӗ виҫе категорийӗнче хакларӗҫ. Ҫулран-ҫул "Хыпар" йыхравӗпе ӑмӑртӑва килекенсен кашнин хӑйӗн историйӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫак турнирпах ҫитӗннӗ тесен те юрать. Ӳсӗмӗпе те, ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ туса та.
Ӑмӑртӑва ирттерме тӗрлӗ енлӗн пулӑшакансем те спортпа туслӑ. Ялта ҫуралса ӳсни, хуҫалӑхра аслисемпе тан ӗҫлени кире пуканӗн спорчӗпе ҫывӑхлатнине калаҫҫӗ.
Ачаран илӗртнӗ спорт тӗсне пурӑна киле профессие куҫарнисем те пулчӗҫ турнирта. Хальхи вӑхӑтра вӗсем аслӑ ӑрурисен йышӗнче тупӑшаҫҫӗ.
3 куна пынӑ ӑмӑрту - спортсменсен биографийӗнче пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа ҫырӑнса юлӗ. Ҫак турнирта Раҫҫей спорт мастерӗн, Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативӗсене тултаракансем пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем турниртан хаклӑ парнесемпе кайрӗҫ.
Алиса Александрова, Алексей Андреев