Элӗк районӗнче Изосим Башкирова асӑнса республикӑри бокс турнирӗ иртрӗ

Йӑлана кӗнӗ турнир "Хӗлхем" физкультурӑпа спорт керменӗнче халӑх пухрӗ.

Малтанах кунта пуҫтарӑннӑ ҫамрӑксемпе патриотла тӗлпулу иртрӗ. Халӗ Раҫҫей гвардине пӑхӑнакан ятарлӑ ушкӑн шкул ачисене хальхи йышши пӑшал-винтовкӑпа тата ытти вӑрҫӑ хатӗрӗпе паллаштарчӗ. Тупӑшу пуҫланиччен тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ спортсменсем умӗнче ҫар ветеранӗсемпе турнир йӗркелӳҫисем сӑмах илчӗҫ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов.