Ӑмӑртаканӗсем 21-ӗн, урхамахӗсем - 28. Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илессишӗн ҫак йышпа ӑмӑртрӗҫ. Йӑла тӑрӑх пухӑннисене тупӑшакансемпе паллаштарчӗҫ, юртӑ утсен ӑмӑртури ӑсталӑхне вара Етӗрнери лаша завочӗн ипподромне 10 пин ытла ҫын курма пухӑнчӗ. Вӗсене валли пуян та кӑсӑк программа хатӗрленӗ: чӑваш тата вырӑс эстрада артисчӗсен пултарулӑхӗпе киленме, рок, джаз итлеме пултарчӗҫ. Чи кӑсӑкли - лашасен чупӑвӗ.
Ут кӳлсе ӑмӑртакансенчен нумайӑшӗ хальччен тӗрлӗ тупӑшура ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Алексей Краснов кунта 7 ҫулти "Уникс" лашипе хутшӑнать.
Лашасен чупӑвӗнчи ҫӗнтерӳ - чылай хушӑ тӗплӗ хатӗрленнин кӑтартӑвӗ. Анчах чӗлхесӗр янаварсемпе пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарать. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Кармалтан ҫитнӗ Александр Поповӑн, сӑмахран, "Апогей" лашипе старта тухмалла пулнӑ.
Ӑнӑҫу "Апогей" майлӑ пулмарӗ пулин те, Александр Попов парнесӗр юлмарӗ. Унӑн "Бледж Лок" ӑйӑрӗ Кармал ялӗн чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлерӗ. Павел Матьянов тытса пынӑ урхамах Кӗмӗл Кубок хуҫи пулса тӑчӗ. Етӗрнери ипподромӑн ҫул сарлакӑшӗ харӑсах 7 лашана старта тухма май парать. Анчах та хӑрушсӑрлӑх йӗркине тӗпе хурса тупӑшӑва йӗркелекенсем ӑмӑртакансене икӗ рете пайласа янӑ. Ҫапла хӑшӗ-пӗрин чупу ҫулӗ кӑткӑсланнӑ. Александр Пыркин тытса пыракан "Маршак", сӑмахран, ҫурма финалта 7-мӗш йӗртен старта тухнӑ. Ҫакӑ ӑна чи лайӑх вӑхӑт кӑтартма тата Ылтӑн Кубока ҫӗнсе илме пӗрре те чӑрмав кӳмерӗ.
Чи йӑрӑ лашана чемпион ҫивиттийӗпе витрӗҫ, ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ Чапаев ячӗллӗ заводпа "Ядринмолоко" фирма хатӗрленӗ укҫан премие тивӗҫрӗ. Чӑваш Ен Кубокӗн пӗтӗмӗшле парне фончӗ кӑҫал 2 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.
Екатерина Фомина, Алиса Александрова, Вячеслав Ильин