Чӑваш Енре пурӑнакансем "Сывлӑх патне - 10 пин утӑм" акцие хутшӑнчӗҫ

Спорт уявӗ Шупашкарта Мускав ҫыранлӑхӗнче иртрӗ. Акцие ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан пӗтӗм тӗнчери Сывлӑх кунне халалларӗҫ.

Спорт уявӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан, ҫуран утма юратакан пин ҫурӑ ытла ҫынна пӗрле пуҫтарчӗ. Шкул ачисемпе студентсем, тӗрлӗ предприяти-организацире ӗҫлекенсем, ҫемьесем - пурте канмалли куна хаваслӑ кӑмӑлпа - ирхи зарядкӑпа пуҫларӗҫ. Хӑнӑхтарусене мӗнле тумаллине пуҫтарӑннисене Чӑваш Енри фитнес-аэробика федерацийӗн спортсменӗсем кӑтартрӗҫ. Унтан пурте пӗрле Атӑл хӗррипе утса кайрӗҫ. Уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени питӗ усӑллӑ. Ҫапла, куллен ҫуран утни чӗре чирӗсенчен, сахӑр диабетӗнчен тата ытти амакран сыхланма пулӑшать. Ҫавӑн пекех утнӑ чухне юн пусӑмӗ те йӗркеленет, теҫҫӗ тухтӑрсем. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов