Чӑваш Енре фитнес-аэробика енӗпе ҫӗршыври ӑмӑртусем тата Раҫҫей Кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртрӗ

Спортсменсем тӗп хулари маунтинбайк центрӗнче тупӑшрӗҫ. Турнира эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе йӗркеленӗ.  

Ӑмӑртӑва Тутар, Мари республикисенчен, Самар, Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчен ушкӑнсем ҫитнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ ӳсӗмре тупӑшрӗҫ. Аэробика тата степ-аэробика енӗпе кӗрешӳ уйрӑмах хӗрӳ пулчӗ. Пӗрисем тӳресене тӗлӗнмелле кӑсӑклӑ номерсемпе, илӗртӳллӗ хусканусемпе, теприсем интереслӗ костюмсемпе тыткӑнларӗҫ. 
Чӑваш  Енри фитнес-аэробика  федерацийӗн  ертӳҫи Оксана Вербина республикӑри спортсменсем  ӑмӑртусене  лайӑх  хатӗрленнине, тӗрлӗ ӳсӗмре ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ. Фитнес аэробикӑна ҫӳрекенсемшӗн маунтинбайк центрӗнче иртнӗ ӑмӑрту -  кӑҫалхи пӗрремӗш пысӑк тупӑшу. Умра  - Раҫҫей тата Европа шайӗнчи чемпионатсем.   


Елена Дмитриева, Виктор Степанов