Чӑваш Ен спорт историйӗпе, йӑли-йӗркипе пуян

Чӑваш Енре физкультурӑпа спорт тытӑмӗн патшалӑх органне йӗркеленӗрӗнпе 100 ҫул ҫитнине уявларӗҫ. Оперӑпа балет театрӗнче ҫак тытӑмра нумай ҫул тӑрӑшакансене, ветерансене чысларӗҫ, чи пултаруллисене патшалӑх наградисем пачӗҫ.

Чӑваш Енрен нумай мухтавлӑ спортсмен тухнӑ. Вӗсен тӑрӑшулӑхӗ, ӑнтӑлӑвӗ тата пысӑк ҫӗнтерӗвӗсем яланлӑха историне кӗрсе юлнӑ. Оперӑпа балет театрне пухӑннисем малтанах куравпа паллашма пултарчӗҫ. Тӗп экспонатсем - Чӑваш Енри сумлӑ спортсменсен сӑн ӳкерчӗкӗсем, тумӗсем тата наградисем. Экспозиципе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансене, ветерансене ӑшшӑн саламларӗ. 

Спортсменсем пьедестал ҫине хӑпарнинче тренерсен тӳпи пысӑк. Уявра чи лайӑххисене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ.

Чӑваш Ен спорт историйӗпе, йӑли-йӗркипе пуян. Иртнӗ 3 ҫулта регионта 40 ытла спорт объекчӗ хута янӑ е ҫӗнетнӗ. Шупашкарти "Волга" стадионпа йӗлтӗр трасси валли те укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Спортсменсене хавхалантарас тесе Чӑваш Енре уйӑхсерен Республика Пуҫлӑхӗн стипендине параҫҫӗ. Тренерсемпе вӗсен вӗренекенӗсем илекен тӳлеве ӳстернӗ. 

Ҫавӑн пекех тӗп спорт тӗсӗсен шучӗ йышланнӑ. Виҫӗ ҫул каялла 14 енпе ӑсталӑха туптама май пулнӑ пулсан, халӗ ку кӑтарту 25пе танлашать.

 

Диана Иванова, Валерия Яковлева, Екатерина Янгалакова