Спортпа патриотизм акцине Шупашкар та хутшӑнчӗ. Пирӗн регион эстафетӑна Чулхуларан йышӑнчӗ. "Чӑваш Ен Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесне пырса тивекен пуҫарӑвӑн пӗр пайӗ пулни - пирӗншӗн ҫав тери пысӑк чыс", - палӑртрӗҫ пухӑннисем.
Маршрут тӑршшӗне ахальтен палӑртман. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи шӑпах пин те 418 куна тӑсӑлнӑ. Акцие хутшӑннӑ кашни ҫын ҫак кун пирӗн ҫутӑ малашлӑхшӑн пурнӑҫне хӗрхенмен тӑванӗсене аса илчӗ, тав турӗ. Ҫӗнтерӳ Ҫулӑмне йӑтса пухӑннисене ертсе пыма сумлӑ чӑваш спортсменӗсене шанчӗҫ. Алина Иванова СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ Сергей Иванов тивӗҫрӗҫ ҫак чыса. Ҫитӗнекен ӑрушӑн вӗсем - чӑн-чӑн тӗслӗх.
Ҫӗнтерӳ паркӗпе чупса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ӗҫ-пуҫа хутшӑнакансем 1 минут шӑп тӑрса тылра та, фронтра та ырми-канми вӑй хунисене асӑнчӗҫ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. "Ҫӗнтерӳрен Ҫӗнтерӳ патне" акцие 100 пин ытла ҫынна явӑҫтарма палӑртнӑ. Унта хутшӑнас текенсен онлайн-меслетпе ҫырӑнмалла. Чӑваш Енрен ҫулӑм Тутарстана ҫитӗ. Акцие авӑн уйӑхӗнче Кӑнтӑр Сахалинск хулинче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов