Ҫартан таврӑннӑ ветерансене мирлӗ пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшни

Республика тӗп хулинче пӗрремӗш хут йӗркеленӗ ҫар ветеранӗсен спартакиади 300 ытла ҫынна пӗрлештерчӗ. 

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен йышӗнче - ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Алексей Башмаков. Вӑл фронтран таврӑннӑ хыҫҫӑн республикӑри кадет корпусӗнче ӗҫлет. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе тата ытларах ҫамрӑка спорта явӑҫтарас тӗллевлӗ. 

Ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑ 50 ытла ҫар ветеранӗ ишессинче, дартсра, сӗтел ҫи теннисра, выртса штанга ҫӗклессинче тата ятарлӑ приборпа алӑ вӑйне виҫессинче тупӑшрӗ. Кашниех хӑйне килӗшекен спорта суйлама пултарчӗ. Турнирӑн тӗп тӗллевӗ - ҫартан таврӑннӑ ветерансене мирлӗ пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси. 

Пӗр лаптӑкра тӗрлӗ вӑхӑтри ҫар ветеранӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Унччен хӗрӳ вырӑнта пулнисем тата ятарлӑ ҫар операцин паттӑрӗсем. Спорт активлӑ пурнӑҫа таврӑнма, ҫӗнӗ тӗллевсем лартса малалла талпӑнма пулӑшакан мел. 

Малашне ҫакӑн йышши спартакиадӑна ырӑ йӑлана кӗртсе республикӑри округсенче те йӗркелес тӗллевлӗ. Мала тухакансене дипломсемпе медальсем парса саламларӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов