Бразилире пӗтӗм тӗнчери каратэ конфедерацийӗн Панамерика чемпионачӗ иртрӗ

Унта виҫӗ ҫынран тӑракан пирӗн ҫӗршыв делегациийӗ те хутшӑннӑ. Иккӗшӗ Чӑваш Республикинчен - WKC карате конфедерацийӗн президенчӗ Вячеслав Тимофеев тата пирӗн корреспондент Вячеслав Ильин. 

Пӗлтӗртенпе пӗтӗм тӗнчери каратэ конфедерацине пирӗн ентеш - Вӑрмар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, каратэ енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ Вячеслав Тимофеев ертсе пырать. Ку чемпионатра та вӑл тӗп тӳресенчен пӗри пулчӗ. Бразилире каратэ ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче ҫеҫ мар, аслӑ ӳсӗмрисем хушшинче те анлӑ сарӑлнӑ. Турнирта чи асли 83 ҫулти Ивонетта Фабио пулчӗ. Вӑл мӗн пур атлет ячӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа тупӑшма тупа турӗ, ҫавӑн пекех хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти спортсменсемпе ката енӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗ. 

Раҫҫей чысне чемпионатра Тутарстанри Рустем Галиахметов хӳтӗлерӗ. Вӑл каратэ спорчӗпе 40 ҫул ытла кӑсӑкланать. Кавир ҫине Бразилисӗр пуҫне Чили, Венесуэла, Панама тата Сальвадор ҫӗршывӗсенчен килнӗ спортсменсем тухрӗҫ. Хӗрӳ ӑмӑртура Раҫҫей атлечӗ ҫухалса каймарӗ. Рустем Галиахметова 40-49 ҫултисем хушшинче чемпион ятне ҫӗнсе илчӗ. Ҫитес ҫул вара пирӗн ҫӗршывра ку спорт тӗсӗпе анлӑ ӑмӑрту ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта Бразилири каратистсене те йыхравларӗҫ. 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин