11 ҫул каялла аварире пурнӑҫран уйрӑлнӑ юлташӗн ятне манӑҫа кӑларас мар теҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ҫар ветеранӗсем ентешне - Владислав Каршонова асӑнса пӗрремӗш хут волейбол турнирӗ йӗркелерӗҫ.

Ҫак патриотла ӗҫ-пуҫа Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗн ветеранӗсен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Олег Зайцев пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Туктамӑшра ҫуралса ӳснӗ Владислав Каршоновӑн ҫитӗнӗвӗсене аса илсе унӑн ырӑ ятне ҫӗклеме шутланӑ вӑл. Пархатарлӑ ӗҫе пӗрлешӳри ытти салтаксем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Пурте пӗрле районта волейбол турнирӗ ирттерме йышӑннӑ. Унта Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗн ветеранӗсемпе пӗрлех Ҫурҫӗр Кавказри хӗрӳ вырӑнсенче пулнӑ салтаксем хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем Шупашкар, Етӗрне тата Шӑмӑршӑ районӗсенчен килсе ҫитнӗ. 

Алексей Енейкин, Евгений Макеев