Унта Раççейри тата Беларуçри сусăр артистсем хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулинче виçĕ кун пулнă, паллă вырăнсене, музейсене çитсе курнă. Пĕтĕмлетÿ концертне вара Чăваш Енри ĕçтешĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ.
Надежда Александрова, Наталья Егорова, Екатерина Янгалакова
Мускаври «Преодолей-ка» ушкăнри çамрăк ташăçсем нумай çĕрте хăйсен пултарулăхне кăтартнă, вăл шутра Кремль сцени çинче те. Вĕсен номерĕсем питĕ хăйнеевĕрлĕ – кашнинче хореографи çеç мар, тарăн шухăш та пур. Сывă ачасемпе сусăрсем пĕрле гастрольсене çӳреççĕ. Тĕп партире - Алексей Кондратьев. Вăл 6 çултанпах ташлать. Халĕ – 12-ре.
Парамузыка фестивалĕ малтан Мускавра пысăк мар форум пек йĕркеленнĕ. Майĕпен çĕршывсем шайне çитнĕ. Унта Аргентинăри, Италири, Китайри, Чехири артистсем хутшăннă. Фестиваль сусăрсене хăйсен пултарулăхне аталантарма май парать. Кăçал, акă, вĕсем номерсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн оркестрĕпе пĕрле хатĕрленĕ.
Мускав облаçĕнчен килнĕ Дмитрий Комиссаровшăн ку вăл - иккĕмĕш фестиваль. Çамрăк пианиста Чăваш Енре питĕ килĕшнĕ. Фестиваль йĕркелӳçисем те кăçал уява хатĕрлеме çăмăл пулнине палăртрĕç. Ку форум хăшпĕр хулара темиçе хут та иртнĕ, çавăнпа пирĕн пата та сусăр артистсем çитес çул таврăнасса шанас килет.