Ял хуҫалӑх министерствинче сӗт хакне сӳтсе яврӗҫ

Паянхи кун республикӑра халӑхран пӗр литр сӗте вӑтамран 18 тенкӗ те 30 пуспа пуҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра пӗр тенкӗ сахалрах пулнӑ.

Сӗт сутса тупӑш туни ял ҫыннишӗн пысӑк пулӑшу. Чӑваш Енре халӗ  уйрӑм хуҫалӑхсенче  50 пин ытла ӗне усраҫҫӗ. Республикӑри мӗн пур чӗр таварӑн  57 процентне халӑхран пуҫтараҫҫӗ. Сӑмах май, Атӑл тӑрӑхӗнче ку кӑтартупа эпир 3-мӗш вырӑнта. 115 тонна сӗте ытти тӑрӑха ӑсатаҫҫӗ.

Алена Артемкина, Виктор Степанов