Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ черетлӗ "Агросехет" вӑхӑтӗнче 350 ытла ыйту ярса панӑ

"АгроСехет" хальхинче Канаш районӗнчен тӳрӗ эфира тухрӗ. Сергей Артамонов министр республика ҫыннисемпе онлайн-мелӗпе ҫыхӑнчӗ.

Ирхи 6 сехет те 30 минут. Ҫак вӑхӑтра "тӳрӗ эфир" йӗркелесси йӑлана кӗрсе пырать. Ял хуҫалӑх министерстви "АгроСехете" виҫҫӗмӗш хут ирттерчӗ. Хальхинче унта тӗрлӗ районта пурӑнакан пин ҫурӑ ҫын хутшӑнчӗ. Социаллӑ сетьри ушкӑнсенче вӗсем 350 ытла ыйту ярса пачӗҫ.

 

Екатерина Фомина, Ирина Константинова, Константин Садюров