Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче ҫӗнӗ оборудованипе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ

Мӗн-пур йывӑр ӗҫе хӑйсем ҫине илеҫҫӗ тата вӑхӑта перекетлеҫҫӗ. Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса роботизациленӗ пӗрремӗш склад хута янӑ. 

Автоматизациленӗ тытӑм пӗтӗмпех Раҫҫейре туса кӑларнӑ оборудованирен тӑрать. Туянса тӑкакланнӑ укҫан 30 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн складӑн хӑвачӗ 2 хут ҫурӑ таран ӳснӗ. Кунта 60 тонна ытла хатӗр продукци упрама пулать. Кунта тӑрӑшакансем хушшинче "Вася" ят илнӗ роботсем хӑйсене шаннӑ ӗҫе хӑвӑрт та пахалӑхлӑ тӑваҫҫӗ, талӑкӗпех ӗҫлеме пултараҫҫӗ. 

Аш-какай комбиначӗн цехӗсем те ҫӗнелсех пыраҫҫӗ. Нумай пулмасть кунта конвейер системине улӑштарнӑ, кӑлпасси тумалли тата шӑнтмалли хатӗр хута янӑ. Пӗтӗмӗшле 75 миллион тенкӗлӗх ӗҫ туса ирттернӗ. 22 миллионне патшалӑх тавӑрса панӑ. Ассортимент та пуянлансах пырать. 2025-мӗш ҫулта, сӑмахран, аш-какайран темиҫе ҫӗнӗ ҫимӗҫ туса кӑларма пуҫланӑ. 

2025-мӗш ҫулта республикӑри апат-ҫимӗҫ тирпейлекен 13 предприяти патшалӑх пулӑшнипе ӗҫре кирлӗ хатӗрсене ҫӗнетнӗ. Ҫакна валли республика хыснинчен 103 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 

Алиса Александрова