Тулӑх тухӑҫ илме пулӑшакан форум

Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра иккӗмӗш кун "Уй кунӗ" курав ӗҫлет. Ку вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри. Форум 9 регионти 50 яхӑн компание пӗрлештернӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗшӗн кӑҫалхи ҫураки пӗр кӑлтӑксӑр иртрӗ теме ҫук: ҫанталӑк та хӑйне евӗр пулчӗ, тӗнчипе чир алхасни те витӗм кӳчӗ. Ҫавна май ака ӗҫне республикӑра 2 эрне каялла ҫеҫ вӗҫленӗ, йӑлана кӗнӗ Акатуя та хальхинче пуҫтарӑнма май килмен. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов апла пулин те тухӑҫ пӗлтӗрхинчен сахалрах пулмасть тесе шанать. Сӑмах май, иртнӗ ҫул республикӑра рекордлӑ тыр-пул тата пахча-ҫимӗҫ туса илнӗ. Юлашки вӑхӑтра хуҫалӑхсем ҫӗнӗ техника чылайрах туянни палӑрать, патшалӑх тӑкаксене саплаштарни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

 

Ирина Николаева, Никита Углев, Семен Антонов