Суту-илӳ тата туризм центрӗ пулса тӑмалла

Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗнче нумай пулмасть уҫӑлнӑ "Пехет" агромаркет туристсене илӗртмелли лапам пулса тӑмалла. Ҫакна Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева вырӑнта канашлу ирттернӗ май палӑртрӗ. 

Кунта фермерсем республика ҫыннисемпе хӑнисене экологи тӗлӗшӗнчен таса, хамӑр патра туса кӑларнӑ паха апат-ҫимӗҫ сӗнеҫҫӗ. Сентресем тулли: улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ, аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑмарта, ҫӑкӑр-кулачӑ... Пӗтӗмпех пур. 

Пысӑк суту-илӳ центрӗнче яланах халӑх пур. Вӑл шутра туристсене курма пулать. Ҫавӑнпа та ял хуҫалӑх пасарне хӑнасем килӗштерессе шанӑҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех "Пехетре" чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе ытларах паллаштармалла, кану кунӗсенче ятарлӑ программӑсем хатӗрлемелле. Кунта килекенсене интереслӗ пулмалла, терӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева. Канашлура ҫавӑн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев, туризм енӗпе ӗҫлекен специалистсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерчӗҫ.

Ҫынсен кӑмӑлне тӗпчес тесе анкета ирттермеллине каларӗ Алла Салаева. "Пехет" агромаркет 4 пин те 200 тӑваткал метр йышӑнать. Суту-илӳ вырӑнӗсемсӗр пуҫне кунта апатланмалли лапамсем, кану лаптӑкӗсем йӗркеленӗ. Тавар сӗнекенсем валли те тивӗҫлӗ майсем тунӑ. Агромаркетра вырӑн тара илнӗшӗн тӳлекен укҫан 60 проценчӗ таран тавӑрса параҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кунта туроператорсемпе килӗшӳ алӑ пусас тӗллевлӗ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров