Республикӑри предприятисем импорта хамӑр продукципе улӑштарса ӑнӑҫлӑ аталанаҫҫӗ

Хамӑр тӑрӑхра туса кӑларнӑ япала аякран илсе килнине саплаштарнисӗр пуҫне пахалӑхпа та уйрӑлса тӑмалла. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх тата ытти продукци кӑларакан пӗрлешӳсенче пулса курчӗ, районӑн иртнӗ ҫур ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетрӗ.

Карачура ялӗнчи ӑратлӑ вӑкӑрсем ӗрчетекен хуҫалӑх Чӑваш Енре кӑна мар, кӳршӗ регионсемшӗн те тӗслӗх вырӑнӗнче. Кунта хатӗрлекен паха вӑрлӑхпа республикӑри чылай хуҫалӑхри ӗнесене пӗтӗлентереҫҫӗ. Ҫапла майпа сӗт тухӑҫлӑхне ӳстереҫҫӗ. Ӑратлӑ выльӑх уссине ҫирӗплетекен тӗслӗхе шырама аякка каймалла мар. Шупашкар районӗнчи "Ольдеевски" хуҫалӑх ферминче акӑ, талӑкра 60 литр сӗт антаракан ӗнесем те пур. Кӑҫал кӑна кунта сӑвӑм выльӑх пуҫне 4 процент ӳснӗ. Агрофирма пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла тата ытти ӳсентӑран ҫитӗнтерессине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Регион ертӳҫи районти "Энерги" пӗрлешӳ ӗҫӗпе те паллашрӗ. Кунти икӗ цехра уйӑхра миллион та 300 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ. Пӗлтӗр кӑна ҫӗвӗ цехӗ хута янӑ, 50 миллион тенкӗ тӑккаласа 17 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тунӑ.

Алексей Енейкин, Святослав Петров