Хӗл хырӑмӗ аслӑ пулин те, витере ӗне тӑрсан хресчене темле йывӑр ҫулсенче те выҫлӑх хӑратман: ҫанталӑк ҫуркунне енне сулӑнсан пӑруласа парӗ те - сӗт-турӑхӗ те, хӑйми-ҫӑвӗ те, уйранӗ-чӑкӑчӗ те пулӗ. Ӗне ырри пӗҫерсен вара ӗмӗртен кӳршӗ-арша, тус-тӑвана хӑнана йыхравлаҫҫӗ.
Ҫак ҫимӗҫе тин пӑруланӑ ӗнен ҫӑра сӗтӗнчен хатӗрлеҫҫӗ. Кӑмакара пиҫнӗ сар хӗвел питлӗ ӗне ыррине ырӑ сунса килнӗ хӑнасене валеҫсе панӑ: выльӑх ӑнтӑр, килес ҫул пӗр пӑру мар, йӗкӗр туса патӑр. Энисса аппа 84-ра пырать. Мӑшӑрӗ ӑна, Кивӗ Катекӗн чипер хӗрне, ун чухнехи йӑлапа вӑрласа килнӗ. Юман тетепе Энисса аппа 49 ҫул пӗр ҫӑвартан килӗштерсе пурӑннӑ.
Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ тем пек хӗнлӗ иртнӗ пулин те, Энисса аппа ӳпкелешме юратмасть. 13-рех сысна фермине вырнаҫнӑ, унтан стройккӑра та, инҫете кайса торфра та асапланнӑ - "ӗҫлейместӗн" сӑмах илтсе курман.
Кӗҫӗнреххисем ӗлӗкхи йӑласене те, тӗрлӗ уяв юррисене те, ӗҫме-ҫиме хатӗрлес вӑрттӑнлӑхсене те Энисса аппаран ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Энисса аппан пурнӑҫӗ - хӑй пӗр кӗнеке, ларса ҫырасси кӑна юлнӑ. Пултаруллӑ хӗрарӑм ахаль те ручкипе тетрадьне алӑ айӗнче тытать: ҫамрӑкран сӑвӑ хайлаканскер, кӗввине те хӑйех хывать. Мӑшӑрне асилмессерен сӑвӑ-юрӑ тунсӑха сирет, пурӑнма вӑй парать.
Марина Карягина, Олег Цыпленков.