Анатолий Петров фермер хуҫалӑхӗнче хӗрӳ вӑхӑт. Ҫанталӑк ырлӑхӗпе усӑ курса кунта 500 ытла гектар ҫинчен кӗрхи тата ҫурхи тулла вырса илмелле. Тепӗр 110 гектар ҫинче пӑрҫа ӳсет. Тыр-пул тухӑҫӗ ҫӗр ӗҫченне кӑмӑлтан савӑнтарать. Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх гектартан 45 центнер тырӑ тухать. Капла пулсан, Чӑваш Ен кӑҫал виҫ ҫул каяллахи рекорда та ҫапма пултарать. Ун чухне республикӑра миллион тонна ытла тыр-пул пухса илсе Совет тапхӑрӗнчи чи ӑнӑҫлӑ кӑтартуран та иртнӗччӗ.
Регион ертӳҫи Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫул тӑвасси мӗнлерех пурнӑҫланнипе те кӑсӑкланчӗ. Кӑҫал кунта Комсомольскипе Елчӗке пӗрлештерекен ҫулӑн 9 ҫухрӑм ытларах пайне ҫӗнетнӗ. Патшалӑх стандарчӗсене пӑхӑнса асфальтӑн кивелнӗ сийне 5 сантиметр хулӑнӑш таран хырса илсе ҫӗннипе улӑштарнӑ.
Таврари 9 яла ҫыхӑнтаракан ҫак аслӑ ҫула юсама вӑхӑт ҫитнине палӑртса елчӗксем иртнӗ хӗлле Олег Николаевпа хӑйӗнпе калаҫнӑ пулнӑ.
Аслӑ Елчӗкри Тябуков урамӗнчи ҫула вара ял-йыш халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пай паракан программӑна хутшӑнса ҫӗнетнӗ. 435 метр тӑршшӗ вӗр-ҫӗнӗ асфальт ҫине халӗ пӑхса ытармалла мар,- теҫҫӗ.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, 2030-мӗш ҫул тӗлне республикӑри ҫулсен 60 процентне йӗркене кӗртмелле. Ку вӑл 750 ҫухрӑмпа танлашать. "Ниме - халӑх бюджечӗ" программа вара ялсене пур енлӗн хӑтлӑлатма пулӑшать.
Алексей Енейкин, Сергей Бовыкин, Юрий Марков