Пысӑк проектӑн малтанхи тапхӑрӗ

Республикӑри аграри техникумӗсем хӑйсен ҫӗрӗсем ҫинче 500 гектар таран хӑмла ӳстерме пуҫлӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енре ҫитес 5 ҫул валли анлӑ проект хатӗрленӗ. 

Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн хирӗнче ял хуҫалӑх техникин шавне строительсен сасси улӑштарнӑ. Кӑҫал кунти 20 гектар ҫинче хӑмла калчи лартса хӑвармалла. Ҫавӑнпа та нумай пулмасть тырӑ ӳснӗ ана ҫинче васкаса юпасем лартаҫҫӗ. Ку вӑл - пысӑк проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫеҫ-ха.

Симӗс ылтӑн ӳстерессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ. Иртнӗ ҫул вара Ҫӗрпӳ ҫӗрӗнчех Олег Николаев ҫӗршыв президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑччӗ. Ун чухне шӑпах хӑмла ӳстерекенсене патшалӑх енчен пулӑшу парасси паллӑ пулнӑ. Ҫапла майпа Республикӑн 2030-мӗш ҫулччен пӗр миллиард та 800 миллион тенкӗ ӗҫе кӗртмелле. Федераци енчен ҫапла пулӑшу килнӗ чух уй-хирсенче самантлӑх та ӗҫ чарӑнмасть. Аграрипе технологи техникумӗшӗн вара пысӑк опыт пулать. Ҫӗршывра кун пек тӗслӗх халиччен пулман-ха.

Халӗ техникумӑн ытти тӑрӑхри ҫӗрӗсем ҫинче те ҫапла ӗҫ вӗрет. Ҫитес ҫулсенче тухӑҫлӑ хӑмла илес тесен анасем ҫине кӑҫалах калча лартса хӑвармалла. 

Алексей Енекин, Виктор Степанов