Пасара килекенсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем хамӑр тӑрӑхра туса илнӗ паха та экологи енчен таса пахча-ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ, пулӑ, аш-какай сӗнеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ йывӑҫ, улма-ҫырла хунавӗсем те туянма пулать. Кӑмӑл-туйӑма вара пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗклеҫҫӗ.
Ярмӑрккари таварсем лавккаринчен йӳнӗрех пулнине палӑртаҫҫӗ туянакансем. Ҫакӑ кунта сутакансене вырӑнсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернипе ҫыхӑннӑ. Пысӑк лаптӑксенче фермерсем хӑйсен таварӗпе тата ытларах ҫынна паллаштараяҫҫӗ.
Анжела Петрова фермер Шупашкар тата Красноармейски тӑрӑхӗсенче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерет. Ҫу кунӗсем иртсе кайнӑ пулин те, сентре ҫинче халӗ те хӗп-хӗрлӗ пылак ҫимӗҫ куҫа илӗрет.
Пурӗ Чӑваш Енре "Кӗр парнисем" ярмӑркка валли 49 лаптӑк йӗркеленӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 12-мӗшчен ӗҫлеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов