Ял хуҫалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансем професси уявне хирти ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн кӗр мӑнтӑрӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал тыр-пул тухӑҫӗ савӑнтарать хресчене. Уявпа пухӑннисене Чӑваш Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов саламларӗ.
10 ҫын "Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Вӗсем пурте нумай ҫул тата тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансем. Валерий Еремеев агропромышленность тытӑмӗнче пурнӑҫ тӑршшӗпех темелле. Унӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫул. Юлашки 7 ҫул вара вӑл ахрохими службинче вӑй хурать.
Татьяна Гордеева зоотехник профессине, паллах, выльӑх-чӗрлӗхе юратнипе суйласа илнӗ. "Кашни пӑрушкашӑн явап тытатпӑр", - тет вӑл.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене Раҫҫей тата республика шайӗнчи сумлӑ ятсемпе чысланӑ май, аталану ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов