Патшалӑх Думин депутачӗсем Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тытӑмӗн аталанӑвӗпе паллашрӗҫ

Пушӑ калаҫу ан пултӑр тесе, депутатсем республикӑри ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен предпритисене ҫитсе курчӗҫ. Вӗсен йышӗнче "Звениговский" тата "ЧебоМилк" пӗрлешӳсем. Ку хуҫалӑхсенче ҫӗнӗ технологисемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ, ҫавна пула ӗҫ кӑтартӑвӗ те пысӑк. 

"Звениговский" предприятисем Мари Элта, Тутарстанра тата пирӗн республикӑра аталанаҫҫӗ. Суту-илӗве 13 регионта йӗркеленӗ. Ҫитес ҫур ҫулта Чӑваш Енре 6 пин тӑваткал метр йышӑнакан тепӗр цех уҫма палӑртаҫҫӗ. Унта аш-какайран тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ туса кӑларма пуҫламалла. Предприятин тӗллевӗсем анлӑ. Аш-какай тирпейленисӗр пуҫне патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса мороженӑй тата пылак ҫимӗҫ кӑларассине пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ҫапла тепӗр пин ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Хальхинче вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тепӗр цех уҫрӗҫ. 

"ЧебоМилк" хуҫалӑхра депутатсем ӗне фермисемпе, унти ҫӗнӗ технологисемпе паллашрӗҫ. Предприяти ертӳҫи Сергей Анучин хӑнасене хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ пирки тӗплӗ каласа кӑтартрӗ. Кунта 4 зоотехник, 9 ветеринар тата эмбрион лабораторийӗнче 3 ҫын ӗҫлет. Пӗрлешӳре пӗр ӗнерен ҫулталӑкне вӑтамран 12 пин тонна сӗт илеҫҫӗ. Республикӑра рекорд лартнӑ ӗне те кунтанах. Кунне вӑл 80 литр сӗт парать. Хуҫалӑхри ӗҫе пӗтӗмпех автоматизациленӗ. Ҫитес вӑхӑтра предприяти юнашарти округра ҫӗнӗ ферма хута яма палӑртать. 

Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетри депутатсем предприятисемпе паллашнӑ май, Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси лайӑх аталаннине каларӗҫ. Федераци, регион тата хуҫалӑхсем тачӑ ҫыхӑнура пулсан кӑна пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвассине палӑртрӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов