Патӑрьел районӗнче ҫитӗнекен сухан кӗҫех ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланӗ

Ҫӗнӗ тухӑҫа чикӗ леш енче те кӗтеҫҫӗ. "Лук-Агро " кооператив ӑна Беларуҫ, Молдова республикисене ӑсатать.

Халӗ кооператив шӑпах ытти ҫӗршывсене ҫул уҫас тӗлӗшпе ӗҫлет. Чӑваш севокне Монголире илес кӑмӑллисем пур. Пахалӑхӗ лайӑх пулсан ӑна вырнаҫтарма та ҫӑмӑлрах. Фермерсем ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ, тухӑҫлӑха ӳстерме ҫӗнӗ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Сухана вӑхӑтра апатлантарса, шӑварса тӑраҫҫӗ. Ӗҫлеме Голландири хуҫалӑхсенчен вӗренсе пыраҫҫӗ.  "Лук-Агро" кооператив 2018-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Халӗ вӑл килти хушма хуҫалӑхпа ӗҫлекен 9 ҫемьене тата 7 фермера пӗрлештерсе тӑрать.

Екатерина Фомина, Вероника Павлова, Вадим Владимиров