Кӗр кунӗпе тырӑ пуссисемпе танах хӑмла плантацийӗсем те пушанса пыраҫҫӗ

"Симӗс ылтӑна" пухса илессипе Чӑваш Енри хуҫалӑхсем ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Балтика-Агро" предприятире пулса курчӗ. 

Раҫҫейри пысӑк предприяти ҫак культурӑпа хӑмла ӗҫне мӗн авалтан аван пӗлекен тӑрӑхра ӗҫлес тенӗ. Пӗлтӗр халиччен те техӗмлӗ ӳсен- тӑран ӗрчетнӗ хуҫалӑх ҫӗрӗсене илнӗ. Пирвайхи утӑмсем 22 гектар лаптӑкран пуҫланнӑ. Пахчасен 80 процентне Подвязный сорт йышӑнать. Вӑл пирӗн тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑн пекех сӑра вӗретме юрӑхлӑ «Смолистый» тата «Крылатский» йышши хӑмлапа ӗслеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул 25 тонна яхӑн тухӑҫ пухса илнӗ. Агрохими службипе компетенцисен центрӗн тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗ хыҫҫӑн сӗнӳсене тӗпе хурса плантацисенче йӗрке тунӑ. Ҫакӑ тухӑҫлӑха ӳстерме те май панӑ. 

Хӑмла пахчисем ҫӗнӗ хуҫа аллине куҫсан тепӗр 37 гектар чухлӗ анлӑланнӑ. Тӗрӗслемелле тенӗ пек 2 гектар ҫинче ҫӗнӗ сортсем ӳстереҫҫӗ. "Симӗс ылтӑн" шпалерӗсене касса антарма малашне плантацисене техника кӗртесшӗн. Ӑна Чулхулара пуҫтараҫҫӗ. 

Малашне тухӑҫа комбайн пуҫтарсан та хӑмла ҫакасси, явасси ҫын вӑйӗсӗр пулаймӗ. Хӑмлана тирпейлемелли цехра та ал ӗҫӗ ҫителӗклӗ. Ҫавӑнпа вырӑнти халӑхсӑр та хуҫалӑхра майӗ ҫук. Ҫулран-ҫул лаптӑкӗсем те ӳссех пыраҫҫӗ. Сӑра тума кирлӗ ҫимӗҫсене ют ҫӗртен кӳрсе килесси йывӑрланнӑ. Хамӑра кӑна шанасси юлать. Ҫавна май хӑмлана тирпейлес ӗҫе те предприятирех йӗркелесшӗн. Унсӑр пуҫне хунавне те предприяти лапамӗнчех аталантарса ӳстересшӗн. Авӑн уйӑхӗ - хӑмлаҫӑсемшӗн чи хӗрӳ тапхӑр. Ыр ҫанталӑкпа усӑ курса тухӑҫа тирпейлӗн пухса кӗртесшӗн. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов