Пахча ҫимӗҫ управӑшне хута яни пӗр хуҫалахшӑн кӑна мар, пӗтӗм округшӑн пӗлтерӗшлӗ. Объекта пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Унӑн хакӗ 75 миллион тенке яхӑн. Вӑл шутран 40 миллионӗ - ял хуҫалӑх министерстви уйӑрнӑ грант, ыттине вара "Ниме" кооператив хӑй хушнӑ. Управӑша 2 пин те 400 тонна продукци вырнаҫтарма пулать. Пахча ҫимӗҫе юрӑхлӑ температура, нӳрлӗх шайне йӗркелеме тата пӗр пек тытса тӑма май пур. Ҫакна ятарлӑ хушӑм урлӑ асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Управӑша хута янипе кооператившӑн тата унӑн пайташӗсемшӗн ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ.
"Ниме" кооперативра 32 пайташ. Вӑл шутра Етӗрнӗ, Муркаш, Элӗк тӑрӑхӗсенчи хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем. Халӗ вӗсем туса илнӗ пахча-ҫимӗҫе ҫак управӑша вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Продукцине лавккасене ӑсатиччен вара малтанах тирпейлеҫҫӗ: ҫуса тасатаҫҫӗ, хутаҫсене чикеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе тума кооператив 12 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан хатӗр туяннӑ. Тӑкаксен 50 процентне патшалӑх саплаштарать.
Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев ҫӗр ӗҫченӗсене малашне те аталану ҫулӗпе утма сунчӗ. Етӗрнесен тӑрӑшуллӑ ӗҫӗ пӗтӗм республикӑна ырӑ витӗм кӳнине палӑртрӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров