Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ҫӗр ӗҫченне халалланӑ фотокурав уҫӑлчӗ

Ял хуҫалӑх министерствипе Аграри университечӗ Чӑваш наци музейӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ курава республикӑмӑр 100 ҫул тултарнине халалланӑ.

Курава пухӑннисен йышĕнче - студентсемсӗр пуҫне сумлӑ хӑнасем, ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансем. Ӑна республикӑмӑрти агропромышленноҫ комплексӗ ура ҫине тӑрса аталаннине çутатакан хӑйне евӗрлӗ истори куравӗ темелле. Фотоӳкерчӗксем ҫинче пӗрремӗш тракторсемпе ӗҫленисем, алпа тӑвакан йывӑр ӗҫсем, сӑмахран, тырӑ алани тата ытти те. Колхозсене йӗркелекенсен курсӗсенчен вӗренсе тухнисен фотоӳкерчӗкепе паллашма кăсăклă. Ертӳҫӗ пулма ун чух хулари рабочисене вӗрентсе хатӗрленӗ, "тридцатитысячники" тесе яла ӗҫлеме янӑ. 

 


Александр Осипов, Виолетта Александрова