Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Ҫырла фестивалӗ иртрӗ

Тутлӑ та илӗртӳллӗ, хаваслӑ та усӑллӑ. Ҫырла фестивальне унта хутшӑнакансем ҫакӑн пек хак пачӗҫ. Ӑна Питрав кунӗ Шупашкар районӗнчи "Ивушка" питомникре йӗркелерӗҫ. Уява эпир те ҫитсе куртӑмӑр. 

Ҫырла фестивальне Чӑваш Ен пӗрремӗш хут ирттерет. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑчӗ пулин те уяв кӑмӑлне вӑл пӑсаймарӗ. Ачасемшӗн те, ҫитӗннисемшӗн те кунта кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫырла, унран хатӗрленӗ пылак ҫимӗҫе ас тивсе пӑхма, ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнма пултарчӗҫ вӗсем. Ҫак культурӑна ҫитӗнтерес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене те уҫса пачӗҫ фестивальте. Анжела Петрова Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ишлейрен ҫитнӗ. Малтан ҫӗр ҫырлине вӑл 8 сотӑй ҫинче ҫитӗнтернӗ, халӗ лаптӑка 2 гектара ҫитернӗ. Ҫакна тума "Перспектива" грант пулӑшнӑ. Ҫырла уявне хутшӑнма сӗнсен - хаваспах килӗшнӗ. 

Ҫырла уявӗнчен ҫын кунӗпех татӑлмарӗ тесен те юрать. Хыркассинче вырнаҫнӑ питомнике ҫитме меллӗ пултӑр тесе тӗп хуларан ятарласа автобуссем тӳлевсӗр ҫӳрерӗҫ. 

Ҫырла туса илессине патшалӑх шайӗнче тимлӗх уйӑрма тытӑннин усси куҫкӗрет. Ял хуҫалӑх министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫырла лаптӑкӗ республикӑра ӳссе пырать. Ҫак ӗҫе аталантарма грант параҫҫӗ. 

Пӗлӗве пуянлатма вара Аграри университетӗнчи Фермер шкулӗнче пулӑшаҫҫӗ. Сӑмах май, черетлӗ курсран вӗренсе тухнӑ хастарсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Диплом илнисенчен ытларахӑшӗ шӑпах ҫырла туса илес енӗпе пӗлӳ пухнӑ. Фестивальте ӗҫ пирки калаҫма та вӑхӑт тупрӗҫ. Ҫак тӗллевпе кунта ятарлӑ лапам - лекторий йӗркеленӗ. 

Ҫырла фестивальне йӑлана кӗртес тӗллевлӗ ӑна йӗркелекенсем. 

 

Екатерина Фомина, Наталья Егорова, Виктор Степанов