"Агро-Инвест" 30 ҫула яхӑн Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене техникӑпа тивӗҫтерсе тӑрать. Раҫҫейри, Беларуҫри заводсемпе килӗштерсе ӗҫлет вӑл. Дилер центрӗ 120 хулапа тата 13 ҫӗршывпа ҫыхӑну йӗркеленӗ. - Ҫӗр ӗҫченӗсене мӗн кирли - пурте пур, комбайнсенчен пуҫласа машин пайӗсем таранах, - теҫҫӗ пӗрлешӳре тӑрӑшакансем. Ҫакна вӗсем "Уй кунӗ" куравра та ҫирӗплетрӗҫ.
Ҫак хир карапӗ икӗ комбайна улӑштарма пултарать. 530 лаша вӑйӗ унра. Тухӑҫа хӑвӑрт тата тӑкаксӑр пухса кӗртме май парать. Хӑватлӑ техника кӗҫех Вӑрнар тӑрӑхӗнче вырмана тухӗ. Куравра ун уҫҫине "Мураты" хуҫалӑх ертӳҫи Юрий Спиридонов илчӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа комбайн ҫине Юрий Спиридоновӑн вӑрҫӑра пулнӑ тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарса панӑ. - Питӗ кӑмӑллӑ парне пулчӗ ку пирӗншӗн, - тет Юрий Петрович.
Дилер центрӗ курава тӑратнӑ тепӗр комбайн та хуҫине тупрӗ. Тимӗр утсем епле ӗҫленине "Уй кунне" килнисем вырӑнтах пахалама пултарчӗҫ. "Агро-Инвест" хуҫалӑхсен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме тӑрӑшать. Техникӑна пӑхса тӑма та, сӗнӳ-канашпа пулӑшма та унта яланах хатӗр.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров