Хӑмӑш ялӗнчи "Броневик" хуҫалӑхра ҫурхи ӑрша вылявӗнче чӳхенекен тракторсем ҫураки тусанне ҫӗклеҫҫӗ. Ҫанталӑк кунне панӑ чух ял ҫынни кашни минутпа тухӑҫлӑ усӑ курма хӑнӑхнӑ. Уй-хирсенче ир пуҫласа каҫчен 6 техника ӗҫлет.
Имҫамланӑ вӑрлӑх вӑхӑтлӑ акса хӑварсан аван тухӑҫ памалла. Тырпул ӑнса пулсан хуҫалӑхри выльӑх шутне те ӳстерме пулать. Халӗ кунта 200 ӗне сӑваҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле мӑйракаллӑ шултра выльӑх 590 пуҫа ҫитнӗ. Пӗр ӗнерен вӑтам сӑвӑм 6600 литр. Ҫак кӑтартӑва лайӑхлатса пыма тӑрӑшаҫҫӗ хӑмӑшсем. Тепӗр пысӑк тӗллев - фермӑра ҫӗнӗ хӑтлӑ вите тӑвасси. Умра вара - хуҫалӑхӑн 95 ҫулхи юбилейӗ.
90-мӗш ҫулсенче таврари колхозсем арканса пынӑ чух ку тӑрӑхра пӗртен-пӗр "Броневик" ҫеҫ сыхланса юлма пултарнӑ. Хуҫалӑх паян кун тӗрекленсе пынине курса ялти вӗтерансем хӗпӗртесе калаҫаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Артур Галкин, Александр Герасимов