Пӗр лаптӑкра тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекен 1600 хастар пуҫтарӑнчӗ: вӗрентекенсем, тухтӑрсем, культурӑпа ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем. Унсӑр пуҫне слета кӑҫал пӗрремӗш хут Атӑл федераци округӗнчи пур регионтан та хӑнасем килнӗ - пурӗ 70 яхӑн ҫамрӑк. Пухӑннисене Раҫҫей Президенчӗн Атӑл федераци округӗнчи Полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Олег Машковцев саламларӗ. Слета Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Нимӗҫ фашисчӗсене тӗп тӑвассинче ял хуҫалӑхӗн тӳпи те пысӑк. Хресченсем ҫара апат-ҫимӗҫпе, промышленноҫе - чӗртаварпа тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Слетра кашни мунициплитет курав йӗркеленӗ. Экспозицисем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӗҫ-хӗле тата Ҫӗнтерӗве сӑнлаҫҫӗ. Канашсем, сӑмахран, хӑйсен кӗтесне ҫӗрпӳрчӗ евӗр тунӑ. Паян вара ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пирӗн тӑнӑҫлӑха сыхлаҫҫӗ. Слетра хисеплӗ хӑнасен йышӗнче отпуска килнӗ салтаксем те пулӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем анлӑ программа хатӗрленӗ. Спорта кӑмӑллакансем тӗрлӗ енпе вӑй виҫрӗҫ: кире пуканӗ йӑтрӗҫ, вӗрен туртрӗҫ, квадроциклсемпе тупӑшрӗҫ, волейболла вылярӗҫ. Нумайӑшӗ кунта ҫемйипех килнӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Турхансем слета кашни ҫул хутшӑнаҫҫӗ. Кун пек уявсем ашшӗ-амӑшӗпе ачисене пӗрлештерӗҫҫӗ, теҫҫӗ вӗсем.
Ҫемье хаклӑхӗсене пырса тивекен ыйтусене "ҫавра сӗтел" хушшинче те хускатрӗҫ. Чӑваш наци музейӗ вара курав йӗркеленӗ. Ку лапама хутшӑнакансем уҫӑ калаҫӑва хутшӑнма пултарчӗҫ.
Тепӗр лаптӑкра вара Чӑваш Правительствин пайташӗсем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хастарсемпе ял пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнтерӗве халалланӑ лапамра пулчӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне упрамаллине, паттӑрсен ячӗсене асра тытмаллине каларӗ. "Ялта паллӑ блогер мӗнле пулмалла?" темӑпа йӗркеленӗ лаптӑк та уйрӑмах кӑсӑклӑ пулчӗ. Кирилл Степанов ҫамрӑк фермер видеосем урлӑ ял пурнӑҫне кӑтартать. Ҫапла вӑл туризма аталантарс тӗллевлӗ. Ку енӗпе Правительство та пулӑшма хатӗр.
"Ялта чи лайӑххисем" слет - палатка лагерӗ евӗр иртрӗ. Илемлӗ ҫут ҫанталӑк, юнашар - туссем, кӑвайт ҫинче апат пиҫет. Тӗп сцена ҫинче вара хаваслӑ юрӑ-ташӑ хуҫаланчӗ. Слет пӗлтерӗшӗпе унӑн шайӗ ҫулран ҫул ӳссе кӑна пырӗ. Ялти хастарсен аллинче - республикӑн пуласлӑхӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов