55 тонна ҫӗр улми вӑрлӑхӗ тата "иккӗмӗш ҫӑкӑртан" хатӗрленӗ 100 яхӑн тӗрлӗ апат

Шупашкарта "Единая Россия" партин "Раҫҫей ялӗ" проекчӗпе килӗшӳллӗн "Ҫӗр улми - 2026" курав иртрӗ. Экспозици лаптӑкӗсем регионсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче тата "Пехет" агромаркетра ӗҫлерӗҫ.  

Кӑҫалхи форум 18 региона пӗрлештерчӗ. Анлӑ экспозицире аграри тытӑмӗнчи 78 пӗрлешӳ хӑйӗн продукцине тӑратнӑ. Пухӑннӑ хӑнасем селекци тата агробиотехнологи тытӑмӗнчи ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашрӗҫ. Икӗ куна пынӑ курава ҫӗршыври ҫӗр улми ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен экспертсем те хутшӑнчӗҫ. Хуҫалӑх ертӳҫисемпе фермерсем ҫак пахча-ҫимӗҫе ҫитӗнтерессипе пухнӑ паха опытпа паллаштарчӗҫ.

Республикӑра ҫӗр улми туса илессине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсем патшалӑх кӳрекен 17 тӗрлӗ пулӑшу майӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ҫакӑн валли республика бюджетӗнчен 88 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вара тата ытларах пулӗ - 100 миллион тенкӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл федераци округӗнче Чӑваш Ен "иккӗмӗш ҫӑкӑра" ӳстерессипе 1-мӗш вырӑн йышӑнать.

Ахальтен мар ҫӗрулми куравне Раҫҫей ял хуҫалӑх министерстви федераци календарьне кӗртнӗ.  Форум вӑхӑтӗнче аграрисем пӗр-пӗринпе килӗшӳсем алӑ пусрӗҫ, пысӑк проектсем пуҫарасси пирки калаҫса татӑлчӗҫ.  

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх наукӑпа тӗпчев институчӗ хамӑр ҫӗршыври селекцин ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Кунта ҫӗнӗ сортсем кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Патшалӑх регистрацине тухсассӑн, ҫӗр улмисен ячӗсем пулӗҫ тата вӗсене ӳстерме ирӗк параҫҫӗ, пӗлтерчӗ тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ  Инга Иванова.

Хамӑр патра туса илнӗ продукцине республикӑрах тирпейлеме тӗллев лартнӑ. Ҫак утӑм та пӗчӗккӗн пурнӑҫланса пырать. Сӑмахран, паян Патӑрьел тӑрӑхӗнче чипсы хатӗрлеҫҫӗ.  

Палӑртмалла, ҫӗр улми туса илессине республикӑн 2030-мӗш ҫулччен пӑхса хунӑ аталану программине те кӗртнӗ. Экспозицие йӗркелекенсем ҫак курав ял хуҫалӑх аталанӑвне малашне те пысӑк витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров