Мĕн акатăн – çав шăтать, тенĕ халăхра. Эппин, пысăк, лайăх тухăç илес тесен вăрлăх та паха пулмалла. „Слава картофелю“ агрофирмăра çакна тĕпе хураççĕ. Çывăх кунсенче кунта селекципе вăрлăх центрĕ уçăлмалла. Тĕплĕнрех Екатерина Фомина сюжетĕнче.
Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов
„Слава картофелю“ хуçалăхра хĕл кунĕсенче те çĕр улми вăрлăхĕ çитĕнтерессипе тимлеççĕ. Çакна тума ятарлă лаборатори уçни май парĕ. Ăна паян-ыран ĕçе кĕртĕç. Çĕр улми калчине кунта пробиркăсенче ÿстерĕç.
Çакнашкал 24 теплицăна агрофирма Канаш районĕнчи хирте лартнă. Çĕр улмине тĕрлĕ вирус-инфекци лекесрен сыхă тăраççĕ. Ют çынсене унта кĕртмеççĕ. Теплицăра çитĕнтернĕ çĕр улмине кайран управăша хураççĕ. Тепĕр çул ăна уйри ана çине лартса ÿстереççĕ. Сăмах май, унран супер элита вăрлăх пуличчен тăватă çул иртет.
Малтан агрофирма элита вăрлăха килоне 80-90 тенкĕ тÿлесе Европăран кÿрсе килнĕ. Анчах юлашки çулсенче пахалăхĕ тивĕçтерме пăрахнăран, хакĕ „çыртнăран” хуçалăх хăй вăрлăх туса илме пуçланă.
Тухăçа хĕл каçарас тĕлĕшпе агрофирмăн йывăрлăх çук. Виçĕ çул каялла кунта çĕнĕ управăш хута янă. Ун чухне тăкаксен 30 процентне патшалăх саплаштарнă.
Ял хуçалăх министерствинче палăртнă тăрăх, селекципе вăрлăх центрне хута яни республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм. Текех ют çĕршыва куçран пăхма тивмĕ – элита вăрлăх хамăрăн пулать.
Сăмах май, элита вăрлăхпа ĕçлекен фермерсене, ял хуçалăх предприятисене патшалăх тĕрев парать. Кăçал бюджетра çак тĕллевпе 93 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Мĕнле культура вăрлăхĕ пулнине кура пулăшу виçи те расна. Çакăн витĕмĕ куçкĕрет. Калăпăр, енчен те 2010 çулта республикăра мĕн пур лаптăкăн çуррине сортсăр тата пĕчĕк репродукциллĕ вăрлăх акнă пулсан, халĕ çак кăтарту 25 процентпа танлашать.