Республика Пуçлăхĕ Комсомольски районĕнчи уй-хир ĕçне хакларĕ

Йĕпе-сапана пула Чăваш Енре уй-хирти курăка çулса кĕртесси, выльăх апачĕ хатĕрлесси палăртнинчен 3 эрне кая юлса пырать. Каçал тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле пулнипе Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

«Искра» хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх чылай усраççĕ. Фермăра 500 ытла пуç. 878 гектар лаптăк çинче вĕсене валли апатлăх нумай çул ÿсекен курăксем, тĕш тырă, пăрçа йышши культурăсем парка çитĕннĕ.
Выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварас тесе кунта кашни уяр куна тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. 7 пин ытла тонна силос янтăламалла. Утă вара халь тирпейленинчен 100 хут ытларах кирлĕ. 120 гектар çинче çулса пăрахнă курăка паянхи кун 30 гектар çинчен çеç пухса илнĕ. Юлнине хăçан тирпейлесе кĕртесси çанталăк уяртнинчен килет. Выльăх-чĕрлĕх хĕлле выçă юласран силоспа сенаж ытларах хатĕрлени çеç çăлса хăварма пултарать. Республикипех çакнашкал лару-тăру.

Михаил Игнатьев уй-хирте кашлакан тыр-пул анисене те пăхса çаврăнчĕ.

«Слава картофелю» хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» çĕнĕ технологи усă курса лартнă. Çанталăк йывăрлăхсем кÿрет пулин те, çĕр улмине кунта тăкаксăр пухса кĕртессе шанаççĕ.

Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх çывăх вăхăтра пирĕн тăрăхра 3-4 кун уяр пулмалла. Çак самантпа тухăçлă усă курас тĕллевпе халĕ мĕн пур техникăна уй-хире кăларнă. Апла пулсан выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ янтăласа хăварас шанчăк çухалман-ха хресченĕн.