Йӗрке хуралҫисем умӗнче пуҫтахланнӑ та изолятора лекнӗ

Шалти ӗҫсен министерствин тата Прокуратура ҫурчӗсем умӗнче байк шоу кӑтартнӑшӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем 17 ҫулти ҫамрӑка тытса чарнӑ. 

Ҫак кадрсене урамри видеосӑнав камерисем ӳкернӗ. Икӗ урапаллӑ тимӗр утпа 18 ҫул тултарман яш хӑйне "ҫул хуҫи" пекех туять. Малтанласа вӑл йӗрке хуралҫисен ҫурчӗсем умӗнчен байкӗпе чӗввӗн тӑрса иртсе каять. Ҫитменнине, светофор хӗрлӗ ҫуннине пӑхмасӑр малалла ҫул тытать. Пуҫне шлем та тӑхӑнман. Паллах, ҫакнашкал хӑтланни йӗрке хуралҫисен кӑмӑлне кайман. Вӗсем каччӑна тепӗр 20 минутранах тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн ӑна 20 пин тенкӗлӗх штравланӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑкӑн пӗр каҫ ҫул ҫитмен ачасен центрӗнче ҫӗр каҫма тивнӗ. Хӑй хӑтланӑвне вӑл "чӑнкӑ" курӑнас тенипе сӑлтавланӑ. 

Леонид Петров