11 ҫулти Егор Петрова тӑвайккинччен ярӑнни больницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл каникулта яла кайнӑ. Юлташӗсемпе пӗрле ҫырмара вылянӑ вӑхӑтра йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Травматологи уйрӑмне илсе ҫитерсен йӗтес шӑмми хуҫӑлни палӑрнӑ, ачана операци тунӑ. Халӗ Егор хӑвӑртрах больницӑран тухма ӗмӗтленет. Ҫунашкапа чӑнкӑ та пӗлмен ҫӗртен ярӑнма юраманнине лайӑх ӑнланать. Ытти ачасене те асӑрхануллӑ пулма ыйтать.
Тухтӑрсем ҫулсерен ватрушка текен хатӗрпе ярӑнса аманакансен шучӗ ӳсни, сурансем те йывӑрлансах пынине палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсенче ҫеҫ республикӑри ача-пӑча клиника больницине лекнӗ ачасенчен 9-шне операци тума тивнӗ. Суранӗсем те тӗрлӗрен.
Пысӑк хӑвӑртлӑхпа шуса анакан ҫаврашккана, ҫунашкапа танлаштарсан, урасемпе чарма ҫук. Вӑл ҫаврӑнса кайма, ҫавӑнпа ҫурӑмпа е аякпа мӗн ҫине те пулин пырса тӑрӑнас хӑрушлӑх пур. Автомобиль ҫулӗ ҫине тухса кайнӑ тӗслӗх те сахал мар. Ачасемшӗн - ашшӗ-амӑшӗ, аслисем яваплӑ. Ҫавна май тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар. Пӗчӗккисене мӗн тума юранипе юраманнине асӑрхаттарасах тӑмалла. Унсӑррӑн инкек сиксе тухма пултарать.
Оксана Верликова, Виктор Степанов