Электросамокат - ҫул ҫитменнисен чи юратнӑ хатӗрӗсенчен пӗри. Ҫамрӑксем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ярӑнма питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак транспортпа асӑрханмасӑр ҫӳрени инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 5 авари пулнӑ. Нумай пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 ҫулти арҫын ача самокатран ӳксе йывӑр аманнӑ. Ӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе больницӑна илсе ҫитернӗ, ҫав кунах тухтӑрсем операци тунӑ. Халӗ пӗчӗк пациент вӑй илсе пырать.
Ачасем шӑрӑх кунсенче вӑхӑта ытларах урамра ирттереҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем ашшӗ-амӑшне яваплӑрах пулма, ывӑл-хӗрне ҫул-йӗр правилисене аса илтерсе тӑма, хӳтӗлев хатӗрӗсемпе тивӗҫтерме хистеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫул ҫинчи инкексен шутне чакарма пулӑшмалла.
Елена Дмитриева, Елена Михайлова, Святослав Петров








