Ҫулран-ҫул ултавҫӑсен серепине ҫакланакансен йышӗ ӳссе пырать

Вӗсем телефонпа интернет тытӑмне усӑ курса ваттисемпе танах ҫамрӑксене те пӗр пуссӑр тӑратса хӑвараҫҫӗ. Ҫапла шар курнисен заявленисемпе Чӑваш Енре иртнӗ ҫул ҫеҫ 3 пин те 600 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки журналистсене Шалти ӗҫсен министерствинче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗҫ.

Интернет урлӑ халӑхран укҫа сӑптӑракансем пӗр минут та лӑпланмаҫҫӗ. Тӑтӑшах ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ултав мелӗсем шутласа тупса кашни кунах пин-пин ҫынна ҫаратаҫҫӗ, ҫемьесене аркатса уйрӑм шӑпасене пӑсаҫҫӗ. Нумайӑшӗ вара улталанма та хавас тейӗн. Ансат асӑрхаттару йӗркисене шута хумасӑр ҫӑмӑллӑнах суя этем шанӑҫне кӗрсе шӑнман пӑр ҫине ларса кайма хатӗр. Ҫапла, пӗлтӗр кӑна Чӑваш Енре пурӑнакансем мошенниксен аллине пӗр миллиард та 66 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 

Аферистсенчен ытларах ват ҫынсем шар кураҫҫӗ. Статистика тӑрӑх, улталаннисен йышӗнче 476 пенсионер пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта - вӑхӑтлӑх ӗҫсӗр юлнисем. Вӗсем ҫӑмӑл укҫа шыраса сӑтӑрҫӑсене 97 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара студентсем. 271 ҫамрӑк интернетра улталанса 40 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Ҫавӑн пекех хӑйсем ҫине ӗҫлекенсемпе декретри хӗрарӑмсем, шкул ачисемпе медицина ӗҫченӗсем, педагогсемпе воспитательсем ытларах шар курнӑ. 

Чылай чухне пӑтӑрмахсен сӑлтавӗ - интернетпа ытла та ирӗккӗн усӑ курса нумай хӑрушлӑха шута илменни. Ун пек чухне телефон системине ҫӑмӑллӑнах тӗрлӗрен вируслӑ программӑсем ҫакланма пултараҫҫӗ.

Ҫакӑн евӗр чӑрмав ан пултӑр тесен телефонри мессенджерсемпе асӑрхануллӑ пулмалла. Уйрӑмах тӗрлӗ чатри е палламан ҫынран килекен пули-пулми ссылкӑсемпе куҫасран шикленмелле. Тепӗр чух пӗлекен ҫын янӑ ҫыруран та хӑрамалла. Ун пек чухне иккӗленӳллӗ СМСа уҫиччен е ҫырура ыйтнӑ тӑрӑх укҫа куҫарса париччен пӗлӗш ҫынпа шӑнкӑравласа калаҫма пулать. Темле лару-тӑрура та тӑрук аптӑраса ӳкмелле мар. Ултавҫӑсем ҫынна хӑратса пӑрахса васкавлӑ майпа хӑйсен усал ӗҫне туса ӗлкӗресшӗн. Кӗске вӑхӑтрах шанӑҫа кӗрсе пулӑшу сӗнме пуҫлаҫҫӗ. Унта вара укҫа ыйтӑвӗ пуҫланать.

Йӗрке хуралҫисем ҫакӑн евӗр преступленисен 20-25 процентне ҫеҫ уҫма пултараҫҫӗ. Ҫухатнӑ укҫана та ытларах чухне тавӑрма май ҫук. Вӗсем тӳрех ют ҫӗршыври банк шучӗсем ҫине куҫаҫҫӗ. 

Ҫавӑнпа та патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсемпе тивӗҫтерекен Госуслуги сайтра та тимлӗ пулмалла. Кашнийӗ харпӑр-хӑйӗн страницинче тӗрлӗ ултавран хӳтӗленме май паракан чарусене лартмалла. Ҫапла майпа суя кредитсенчен сыхланма ҫӑмӑлрах. Ют ҫын ячӗпе нумай SIM-карттӑ илекен аферистсенчен те асӑрханма меллӗ. Ҫавах та аккаунтсене ҫухатса тӗрлӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкекенсен йышӗ хальлӗхе ӳссе ҫеҫ пырать. Ҫавӑнпа та ахаль е интернетлӑ телефонпа усӑ куракансен ултавҫӑсен серепине лекесрен кашни самантрах сыхӑ пулмалла. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов