Ҫу кунӗсем савӑнӑҫ кӑна илсе килччӗр тесен питӗ тимлӗ пулмалла

Ҫу кунӗсем ҫитсенех ачасем велосипедпа е самокатпа ярӑнса суранланнӑ тӗслӗх ӳсет. Хытӑрах аманнисене республикӑри ача-пӑча клиника больницинче сиплеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта тӗрлӗ вӗтӗр-шакӑр ҫӑтса янӑ пӗчӗк пациентсене васкавлӑ илсе килеҫҫӗ. 

2 ҫулти Валерия хырӑмӗ ыратнине пӗлтерсен амӑшӗ тӳрех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Больницӑра рентгенпа пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗрачан хырӑмӗнче магнитсем асӑрханӑ. Ҫийӗнчех операци тунӑ. Больницӑра ачасен организмӗнчен туртса кӑларнӑ япаласене пуҫтарса пыраҫҫӗ. Кунта вак укҫа та, шӑрҫа таврашӗ те, пӑта та пур.

Ачасем ытларах чухне ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула пӑтӑрмаха ҫакланаҫҫӗ. Ҫапла 2 ҫулти ача 2 пӑта ҫӑтнӑ. Пӗрне хирургсем пырӗнчен туртса кӑларнӑ, теприне - хырӑмӗнчен. 

Унсӑр пуҫне травматологи уйрӑмӗнче самокатпа ӳксе аманнӑ 15 ачана сипленӗ. Виҫҫӗшӗ уйрамах йывӑр суранланнӑ. Вӗсенчен пӗри - 11 ҫулти Денис. Вӑл юлташӗпе пӗрле ярӑннӑ. Тӑрса ярӑнмалли хатӗр еплерех хӑрушлӑх кӳме пултарни пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ пулин те, ачасем ҫав-ҫавах аманаҫҫӗ. Куҫ тухтӑрӗсем те ҫуркунне суранлакан нумайланнине палӑртаҫҫӗ. 

Хамӑрӑн тата ачасен сывлӑхӗ - хамӑр алӑра. Ҫавӑнпа ҫуркуннехи-ҫуллахи савӑк вӑхӑт лайӑххине кӑна илсе килтер тесен, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла, тесе ҫирӗплетсе калаҫҫӗ тухтӑрсем. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов