Чӑваш Енре пушара хирӗҫ кӗрешмелли уйрӑм йӗрке вӑя кӗнӗ

Вӑрман хуҫалӑхӗсенче ӗҫлекенсем ҫак вӑхӑтран пуҫласа мӗн хура кӗркуннечченех сыхӑ тӑраҫҫӗ.

Йӑлӑмри лесничествӑра, сӑмахран, хӗрӳ тапхӑра чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ.

Вӑрман хуралӗн инспекторӗсемпе лесничествӑсенче ӗҫлекенсем халӑхпа тӗл пулса вут-ҫулӑм алхасас хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑк чухнехи йӗркепе паллаштараҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче кирлӗ хатӗрсем пуррине, юсавлине тепӗр хут пӑхса тухаҫҫӗ, пушара хирӗҫ кӗрешекен ушкӑнсене йӗркелеҫҫӗ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов