Ҫамрӑксем те, ваттисем те инкеке хӑйсенни пек йышӑнаҫҫӗ

Украинӑра пулса иртни, паллах, пурне те пӑшӑрхантарать. Ҫак йывӑр лару-тӑрура пирӗн пата тарса килнисене те, хӗрӳ вырӑнта пулнисене те пулӑшу кирлӗ. Ҫавна шута илсе тӗрлӗ пӗрлешӳ гуманитари пулӑшӑвӗ пухма тытӑннӑ. Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Шупашкарти комплекслӑ центра ҫӳрекен "кӗмӗл" волонтерсем те ҫак пархатарлӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. 

Ку центра 200 ытла "кӗмӗл волонтер" ҫӳрет. Вӗсем кунта пуҫаракан мӗн-пур проекта хутшӑнаҫҫӗ: йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи пӗчӗк ачасене пӑхаҫҫӗ, концертсем хатӗрлеҫҫӗ тата ытти те. Гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫре те вӗсем хастар. Паянхи кун тӗлне тӗп хула ҫыннисем центра нумай япала кӳрсе килнӗ. Вӗсен йышӗнче теттесем те, куллен усӑ курмалли япаласем те, тум-тир те. Чӑваш Енре Донбасс валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухакан ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов ертсе пырать. Ҫавӑн пекех "Пӗрле" фонд укҫа пуҫтарма пуҫланӑ. 

Надежда Александрова, Диана Иванова, Михаил Солин, Святослав Петров