Тӗл пулу партин Обществӑлла пулӑшу штабӗнче иртрӗ. Малтанхи сасӑлава 285 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсен йышӗнче промышленность предприятисен пуҫлӑхӗсем, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, влаҫ тата вырӑнти самоуправлени органӗсен ертӳҫисем тата ыттисем те. Вӑл шутра ятарлӑ ҫар операцийӗн 9 салтакӗ. Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май, суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑларасси кашнин тӗп тӗллев пулмаллине палӑртрӗ.
"Единая Россия" парти - республикӑра чи йышлисенчен пӗри. Пурӗ ун ретӗнче 46 пин ытла ҫын тӑрать. Вӗсен йышӗнче 500 яхӑн тӗрлӗ шайри депутат. Парти хастарӗсен тӗп тӗллевӗ - халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси. Ҫакӑн валли тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Малтанхи сасӑлава хутшӑнакансем конкурс ҫивӗч пулнине палӑртрӗҫ. Патшалӑх Думин депутачӗ пулассишӗн пӗр вырӑншӑн 9 ҫын, Патшалӑх Канашне суйланассишӗн вара 8 ҫын тупӑшнӑ. Чи пысӑк тимлӗ - "Халӑх программине". Хальхи вӑхӑтра ӑна ҫӗнетсе улшӑнусем кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ малтанах ҫынсен сӗнӳ-канашне шута илмеллине каларӗ. Хальлӗхе 17 пин сӗнӳ ярса панӑ.
Мала тухнисем авӑн уйӑхӗнче Патшалӑх Думин тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне хутшӑнӗҫ.
Оксана Верликова, Алексей Андреев, Сергей Бовыкин








