Шупашкарта "Единая Россия" партин вырӑнти уйрӑмӗсен хастарӗсен пухӑвӗ иртрӗ

Ӑна партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов тата Чӑваш Республикин Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алекей Ладыков ертсе пычӗҫ. 

Тӗл пулу партин федераци шайӗнче иртнӗ канашлӑвне сӳтсе явнинчен пуҫланчӗ. Пухӑннисене Мускавра ҫӗкленӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе паллаштарчӗҫ. Тӗп тӗллев - халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси. Ҫакӑнта партин вырӑнти уйрӑмӗсен секретарӗсемпе депутатсем килӗштерсе ӗҫленинчен нумай килнине палӑртрӗ Алексей Ладыков. Хастарсем тӑрӑшнипех ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене чылай пулӑшу кӳреҫҫӗ. 

Пухура халӑх пуҫарӑвӗн программипе ҫыхӑннӑ проектсене вӑя кӗртес енӗпе ытларах ӗҫлемеллине тата парти йӗркелекен грант конкурсӗсене хастартарах хутшӑнмаллине палӑртрӗҫ. Муркашсем, тӗслӗхрен, ҫӗнсе илнӗ укҫапа кӑҫал округра патриотизм темипе ҫыхӑннӑ конкурс йӗркеленӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫакӑн йышши тупӑшӑва шкул ачисем хушшинче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Леонид Черкесов парти ретне тата ӗҫ-хӗлне ытларах ҫамрӑка явӑҫтармаллине каларӗ.

Оксана Верликова, Вадим Владимиров