Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пӗрремӗш хут пресс-конференци ирттерчӗ

Кашни ҫулах Правительство ҫуртӗнче журналистсене пухакан тӗлпулу хальхинче видеоҫыхӑну урлӑ пулчӗ.

Калаҫу пуҫламӑшӗнчех Олег Николаев хӑйне шаннӑ тивӗҫе пурнӑҫлама пуҫланӑранпа 100 кун иртнине палӑртрӗ. Пӗрремӗш ыйту вара пирӗн телерадиокомпанирен пулчӗ. Коронавирус бизнес аталанӑвӗнче пысӑк чӑрмав кӳнине кура патшалӑх усламҫӑсене мӗнле пулӑшу парӗ? Олег Алексеевич республикӑри экономика аталанӑвӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнес пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ. Ҫавӑн пекех 8 пысӑк завод. Правительство кашни кунах предприятисенчи лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑрать. Ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем парассине тата саккассемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Федераци саккунӗсене пӑхӑнса туллин пурнӑҫлама тӑрӑшнине каларӗ Олег Николаев. Черетлӗ ыйтусем те сарӑлакан чирпе ҫыхӑннисем пулчӗҫ.

Ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйту та чылай: сӗт хакӗ, ӗҫ вырӑнӗсем ҫукки, ҫамрӑксене яла тавӑрасси тата ытти те. Хуравӗ анлӑ. Олег Николаев Республика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк программа пирки каларӗ. Вӑл шутра ял хуҫалӑхне аталантарасси уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑнта.

Тӑван чӗлхепе культурӑна аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫивӗч пулчӗҫ. Вӑл шутра Лебедев ячӗллӗ лицея ҫӗнӗрен ӗҫлеттерсе яма май шырани те, тӑван чӗлхене упрас тӗлӗшпе халӗ патшалӑх йышӑнакан ҫӗнӗ саккун та халӑхшӑн кӑсӑклӑ. Олег Николаев чӑваш чӗлхине май пур таран аталантарма тӑрӑшнине каларӗ. Ӑна вӗренӳ тытӑмӗнче кӑна усӑ курни ҫителӗксӗр. Тӑван чӗлхене кулленхи пурнӑҫра сарма тӑрӑшмалла.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров, Михаил Солин